Словарных статей на сайте: /55000  

Показаны записи 1-5 из 5.

Ăшшăн [4:96]

Ăшшăн, (ŏшшŏн, ы̆шшы̆н), тепло, ласково. См. ăшă. N. Пур ађасем те, сакăрвун çулхи стариксем те,. карђăксем те, хĕвел ăшшăн пăхма пуçласанах, урама тухса лараççĕ. Все ребята, все восьмидесятилетние старики и старухи, как только солнце начнет пригревать, выходят на улицу и сидят (на припеке). Ib. † Сăрт хĕрринђи хурăн çырли, ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăљ пур. У земляники, растущей по косогору, если пригреет ее солнышко, является желание стать еще спелее. Михайлов. † Ăшшăн сăмах калаçсан, пирĕн тантăш çавăрнат. Если поговорить ласково, то, расположение нашей милой (-ого) вернется снова. || Умильно. М. Тиуш. † Ах атте, ах анне! Есир ăшшăн пăхсассăн, тата килес кăмăл пур. Ах, батюшка, ах матушка! Когда вы ухаживаете (за мной) ласково, то является желание опять приехать к вам. Сред. Юм. Паçăр çынсĕм тутлă çинине (как другие лакомились) пит ăшшăн пăхрĕ те, нiкам та лартса çитермерĕ (но его никто не угостил) вит. Сир. 24. Сана хирĕç ăшшăн кулат̌. Ласково смеется, глядя на тебя. Ђăв. й. пур. 18°. Апла каласан, IIайтукан хăлхине ăшшăнах лекнĕ. Пайдугану было очень приятно слышать эти слова.

Ăшшĕ [4:96]

Ăшшĕ, еще. || Даже. Орбаш. Шăлнĕ каларĕ: каккуй нумай çывăрнă, есĕ вилнĕ ăшшĕ!

Ăшшĕн [4:96]

Ăшшĕн, (ŏшшŏн'), по внутренности (послелог). Регули. 1111. Вăрман ăшшĕн тохрăм. Прошел лесом. Шорк. Кил-карти ăшшĕн, анкарти ăшшĕн тохса тарђĕ. Убежал через овраг, через гумно. Яжутк. Çак ађа та, тыр ăшшĕн ђупса, старик умне тухрĕ, тет. Этот мальчик забежал по ниве вперед и вышел навстречу старику. Панклеи. Вăрман ăшшĕн пĕр арçури: ох-ох-хо! тутарса пырат̌ , тет. Лесом идет арçури (=арçурри) и гогочет.

Ăшши [4:96]

Ăшши, (ăшă + афф. 3 л.), пар (в бане). Такмак. Мунђа лапки кĕленђе, ђулĕ мерђен, ăшши шерпет. Полок в бане стеклянный, каменка коралловая, пар—из сыты. Альш. † Мунђа ђулĕ тикĕссĕр: ăшши йама кăмăлсăр. Банная каменка неровная, поддавать пару не по сердцу. || В перен. знач. Сред. Юм. Ăшши = хуру. Õн та ăшши пĕтнĕ полас, çын çине тохаймас (обеднел или постарел).

Ăшши пар [4:96]

Ăшши пар, поддавать пару (в бане). Такмак. Пурçăнпа çапăнаççĕ, шерпетпе ăшши параççĕ. Турх. Ăшши пар, поддавай пару. || КС. Ăшши патăм (говорит в шутку, si quis ventris flatum in balineo emiserit).