Kuranta kvanto de vort-artkoloj: /55000  

Ăшăт [4:93-94]

Ăшăт, (ŏжŏт, ы̆жы̆т), согреть, согревать, нагревать, топить. Пшкрт. Ăшăт, нагревать. К.-Кушки. Кил кунта, еп сана ашăтăп. Ib. Епир ӑна аран ăшăтса ҫитертĕмĕр (едва согрели, напр., замерзшего). Ib. Епир ăна аран ăшăтрăмăр (то же, но об озябшем). Юрк. Ăшăтакан йапала. Согревающая вещь. Ib. Пирĕн кăласри кӑмакасем ҫумăнђе ăшăнаймастăн пулсан, сана киле хăваласа йарас. Унта сана аҫу, ĕҫлеме ӳркенсен, сив ҫĕрте ђĕн ђăпăрккăпа ђасах ӑшăтса илĕ. Если ты не можешь согреться около печек в нашем классе, то тебя надо прогнать домой. А там тебя отец, если ты будешь лениться работать, живо согреет в холодном месте ременным кнутом. || О погоде. N. Тулта кунран кунах ăшăтса пырат̌. На дворе с каждым днем становится все теплее и теплее. Якейк. Каљљах ăшăтса пӑрахрĕ. Опять наступила оттепель. || Бить, лупцовать. N. Хайхисем (т. е. свадебный поезд): хăнкăр-ханкăр анса кайтăр, тенине илтрĕҫ, тет те, ҫынна ăшăта пуҫларĕҫ, тет. (Сказка). См. хăнкăр-ханкăр. Букв. I, 1904. Ҫын пахчине ан кĕр, ан кĕр ӳлĕмрен! тесе, ăшăтма пуҫларĕ. Начала бить, приговаривая: «не ходи в чужой огород!» Тораево. Ҫавăнтах утмăл-ултă саламат такмакран тухнă та, хĕрсене ăшăтма тапратнă. Тогда же вышли из «такмака» (сумки) шестьдесят шесть нагаек, и давай лупцовать девиц. || Топить (печь). N. Мĕнле, пӳрте ăшăтатăр-и? 1) Топите-ли избу. 2) Будете-ли топить избу? || Жарить (так у И. Н. Юркина). Юрк. Пысăк кăмакарах ăшăтаҫҫĕ, шарит тăваҫҫĕ: шăрттансене, типĕ ашсене, кăмăрђаксене, хур-кăвакал ашӗсене, ҫулӑ ђăкăтсене. || М. П. Петр. Ăшăтакан сăмах, приворотный заговор.