Арлан, (арлан), cricetus fr., хомяк. Череп. Арлан. Хирте пăрçа ани çинђе пурăнат, шăтăкне кукăр-макăр тăват. Хура арлан пулат, хĕрлĕ арлан пулат. Хура арлан хайартарах (злее). Вĕсем иккеш те йĕке-хӳре пысăкĕш. Вĕсем хытах ђупаççĕ. Турх. Арлан. Сăрă, каçане тăрăх (вдоль спины) хура йĕр анат. Айаккисем хĕрлĕ, хырăм-айĕ шурă, карланки айĕ хура. Вăрçтарсан, пит хайарланат, вăрçат: ăррр! тет. Çăварĕ пысăк карăлат, сарлака. Тырра çăварне тултарса илсе кайат. Хури сурăхăннi пек, ури лапки шурă. Н. Карм. Арлан, хире акнă тырра çийет. Хомяк ест посеянный в поле хлеб. Питушк. Арлан―кушак пак, пысăкки йытта та парăнмаст. Хомяк бывает величиною с кошку. Большой не поддается и собаке (ошибка?). Б. Олг. Арлан тăпра-шне алтса кĕрет, кошакран [нумай] пĕђĕкрех (кĕрентерех). Хомяк―животное поменьше кошки, живущее в земле. Тюрл. Арлан пăрçана çĕклет, кăкăрĕ шорă. Хомяк таскает горох. На груди белое пятно. Чутеево. Арлан―хомяк; рыжий; под брюхом черное; с крысу; хвост короткий; сердитый. Н. Седяк. Арлан. Хирĕçекен, çапăçакан кайăк; кутăн, кляузный çынна та арлан теççĕ. Хомяк―драчливое животное; так же называют и кляузного человека. СТИК. Арлан пек харкашат. Злится как хомяк. Так говорят о маленьких детях, ругающихся со взрослыми. Сред. Юм. Арлан пик. Пĕђик çын пит вăйлă, о̃сал по̃лсан, çапла калаççĕ (вариант: пĕђик çын вăйлă, о̃сал по̃лсан, çапла калаççĕ). Точно хомяк. Так говорят о маленьких и при том сильных и злых людях. Тюрл. Арлан пек вăрçат̌. Злой, как хомяк. Зап. ВНО. Арлан пек хăрăлтатса тăратăн! теççĕ. Говорят: «Ты хрипишь как хомяк!» || Некоторые называют этим им. крота, но это, повидимому, ошибка.