Словарных статей на сайте: /55000  

Ӗмӗрлӗх [4:108-109]

Ӗмӗрлӗх, (ӧмӧрл'ӧх', э̆мэ̆рл'э̆х'), достаточный на веки вечные, до конца жизни, до гроба. Сред. Юм. Олмӑççи пахђи ӗмӗрлӗх йапала (на веки хватает). Н. Карм. † Улт уралӑ капан айӗнђен ӗмӗрлӗх пер çӗрӗ еп тупрӑм. Ӗмӗрлӗх çӗрӗ, пӗр ӗнђӗ куç, пур пӳрнесене те йурин-ђђӗ! Под копной, стоящей на шести подставках, нашел я одно вечное колечко. Вечное колечко с жемчужным глазком,—ах, если бы оно хорошо приходилось на все пальцы! Икково. Пиçмен çӑккӑр виç конлӑх, осал арӑм ӗмӗрлӗх. (Послов.) Е. Турӑ тӗнђене çав тӗрлӗ йуратрӗ, вӑл хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне ӗненекенсем пӗри те ан пӗђђӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑçа курмалла пулђђӑр, тесе, ӑна вилӗме пађӗ. Ђӑв. й. пур. Унта çур витре ерехлӗх мар, теминçе çын ӗмӗрӗлӗх мул пур, тенӗ. Там хватит богатства не только на полведра водки, но и на несколько веков. || Вечность. Сунч. † Уйӑрӑлмӑпӑр, тӑван, сивӗнмӗпӗр, ӗмӗрлӗхе пӗрле пурнӑпӑр. Сборн. мол. Ӗнтӗ ӗмӗрлӗхе вӗлерсе ан пӑрах пире. Ст. Айб. Есӗ ӗмӗрлӗхе çывӑрнӑ-ђђӗ те, епир сана ђӗртсе тӑратрӑмӑр. Ты заснул было на веки (умер), но мы решили тебя воскресить. Ч.П. Ӗмӗрлӗхе пӗрле пурӑнашшӑн. Чтобы век прожить вместе. Псалт. 148,6. Вӗсене вӑл емӗрлӗхе, ӗмӗртен ӗмӗрлӗхе туса хунӑ. IЬ. 118,142. Санӑн тӗрӗслӗхӳ ӗмӗрлӗхшӗн тӗрӗслӗх. Сир. 33. Етем ӗмӗрне ӗмӗрлӗхпе танлаштарсассӑн, тинӗсре пӗр тумлам шыв пек.