Kuranta kvanto de vort-artkoloj: /55000  

Вĕт кĕрпе шăтăкĕ [2:26]

Вĕт кĕрпе шăтăкĕ, (-к'), foramen cribri, per quod effunduntur grana (кĕрпе) in minutiores particulаs dinracta (K). П. И. Орлов. Ку шăтăкран шултăра ала виттĕр, вăтам ала виттӗр тухнӑ кĕрпе пĕрђисем анса кайаççĕ. Ib. Вĕт кĕрпе ала виттӗр анни, алан кайри вӗт кĕрпе шăтакне анса йешђĕк (кĕрпе арђи) ăшне виççӗмĕш çил çул çине анат. Çилĕ вĕрет те, хывӑхне-масарне, тусанне-пăсанне, виттĕрех исе тухса кайат̌; кĕрпи, йӑвăртарахскер, çил çулĕпе кăшт çӳлелле кайат̌ те, кайалла айалалла анса, вулак тăрăх (69) анса, иккĕмĕш лара (71) йухса тухат̌. Хывӑxӗ кайри çил ђӳpеђинђен тухса кайат̌. Темле çил вăйлипе кӗрпемĕн вĕçсе тухсан, сайа ан кайтăр, тесе, тепӗр саппас лар туса хунă; кĕрпе, тухсанах, çанта (80) ӳкет те, калле пĕрĕмĕш лара (71) кӗрсе ӳкет. Унта анса пухăннă таса мар кĕрпене, кӗрпи авăрса пӗтерехпе, тепĕр хут кĕрпе али çине йарса алаттараççĕ; ун ђухне вара çилне çил алăкне хупса вăйсăрлатаççĕ.