Сайтри статья шучӗ: /55000  

Showing 91-120 of 496 items.

Ăшта [4:95]

Ăшта, где, куда. Качал. Витӳ ăштарах? ― Шывпа йухса кайнă. Где же твоя конюшня? ― Водой унесло.

Ăштав [4:95]

Ăштав, (ы̆штав), штоф, прежняя мера в две бутылки.

Ăштамас [4:95]

Ăштамас,, назв. леса около с. Аттикова. Макка 82ᵒ.

Ăштар [4:95]

Ăштар, то же, что шăтар (дырявить). Бигильд. Чеб. у. Сăмсасăр кăвакал пăр ăштăрат.

Ăштаф [4:95]

Ăштаф, то же, что ăштав.

Ăштаф кĕленђи [4:95]

Ăштаф кĕленђи, штофная посуда.Ч.П.

Ăшти [4:95]

Ăшти, (ы̆шτиы), похлебка из полбеной крупы с картофелем (кашица). К.-Кушки, Альш. Тiйаккăнĕ, пырсанах, тула кăларса, ăшти лартат; ăштийĕ, аранђĕ тăрсанах, шăнса кайат. Пришедши домой, дьякон тотчас выносит на двор кашицу. Кашица вскоре замерзает.

Ăштрав [4:95]

Ăштрав, штраф. Хурамал. Çак куркана ĕçеймене çиђĕ те пилĕк курка ăштрав: çиђĕ курка сăра, пилĕк курки шыв. На того, кто не выпьет этого ковша, наложат 7 да 5 ковшей штрафа: семь ковшей пива, пять―воды. Изванк. Ăштрав тутар, наложить штраф.

Ăштранкă [4:95]

Ăштранкă, (-н’гы), назв. речки. Шарбаш.

Вир ăшти [4:95]

Вир ăшти, похлебка из пшена, картофеля и масла (кашица). К.-Кушки. См. Паас. 15.

Хора ăшђыклă çын [4:95]

Хора ăшђыклă çын, нехороший, недобрый человек. (Шор ăшђыклă çын, добрый, хороший человек). Курм.

Ăшшăн [4:96]

Ăшшăн, (ŏшшŏн, ы̆шшы̆н), тепло, ласково. См. ăшă. N. Пур ађасем те, сакăрвун çулхи стариксем те,. карђăксем те, хĕвел ăшшăн пăхма пуçласанах, урама тухса лараççĕ. Все ребята, все восьмидесятилетние старики и старухи, как только солнце начнет пригревать, выходят на улицу и сидят (на припеке). Ib. † Сăрт хĕрринђи хурăн çырли, ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăљ пур. У земляники, растущей по косогору, если пригреет ее солнышко, является желание стать еще спелее. Михайлов. † Ăшшăн сăмах калаçсан, пирĕн тантăш çавăрнат. Если поговорить ласково, то, расположение нашей милой (-ого) вернется снова. || Умильно. М. Тиуш. † Ах атте, ах анне! Есир ăшшăн пăхсассăн, тата килес кăмăл пур. Ах, батюшка, ах матушка! Когда вы ухаживаете (за мной) ласково, то является желание опять приехать к вам. Сред. Юм. Паçăр çынсĕм тутлă çинине (как другие лакомились) пит ăшшăн пăхрĕ те, нiкам та лартса çитермерĕ (но его никто не угостил) вит. Сир. 24. Сана хирĕç ăшшăн кулат̌. Ласково смеется, глядя на тебя. Ђăв. й. пур. 18°. Апла каласан, IIайтукан хăлхине ăшшăнах лекнĕ. Пайдугану было очень приятно слышать эти слова.

Ăшшĕ [4:96]

Ăшшĕ, еще. || Даже. Орбаш. Шăлнĕ каларĕ: каккуй нумай çывăрнă, есĕ вилнĕ ăшшĕ!

Ăшшĕн [4:96]

Ăшшĕн, (ŏшшŏн'), по внутренности (послелог). Регули. 1111. Вăрман ăшшĕн тохрăм. Прошел лесом. Шорк. Кил-карти ăшшĕн, анкарти ăшшĕн тохса тарђĕ. Убежал через овраг, через гумно. Яжутк. Çак ађа та, тыр ăшшĕн ђупса, старик умне тухрĕ, тет. Этот мальчик забежал по ниве вперед и вышел навстречу старику. Панклеи. Вăрман ăшшĕн пĕр арçури: ох-ох-хо! тутарса пырат̌ , тет. Лесом идет арçури (=арçурри) и гогочет.

Ăшши [4:96]

Ăшши, (ăшă + афф. 3 л.), пар (в бане). Такмак. Мунђа лапки кĕленђе, ђулĕ мерђен, ăшши шерпет. Полок в бане стеклянный, каменка коралловая, пар—из сыты. Альш. † Мунђа ђулĕ тикĕссĕр: ăшши йама кăмăлсăр. Банная каменка неровная, поддавать пару не по сердцу. || В перен. знач. Сред. Юм. Ăшши = хуру. Õн та ăшши пĕтнĕ полас, çын çине тохаймас (обеднел или постарел).

Ăшши пар [4:96]

Ăшши пар, поддавать пару (в бане). Такмак. Пурçăнпа çапăнаççĕ, шерпетпе ăшши параççĕ. Турх. Ăшши пар, поддавай пару. || КС. Ăшши патăм (говорит в шутку, si quis ventris flatum in balineo emiserit).

Ĕ [4:97]

Ĕ, (ŏ), да (oui). Шӧ̆рк.

Ĕ [4:97]

Ĕ, восклицание. Хĕвел № 1. Пирĕн ђăвашсем, çавăн пек пулсассăн: ĕ... ăна çавă кирлĕ-ђђĕ-ха! тесе, кулат̌. Наши чуваши, если что подобное случится, смеются и говорят: «ему так и надо было!»

Ĕ! [4:97]

Ĕ!,—восклицание. См. лаптăка. С. Ĕ (э̆ ), çырлах, торă!

Ĕйа [4:97]

Ĕйа, описка? См. ĕййе. Отсюда: Ĕйа осал, т. е. ĕйа-осал? Янорс. Вурман-к. Цив. у.

Ĕйе [4:97]

Ĕйе, да Букварь 1886.

Ĕйе [4:97]

Ĕйе, то же, что иййе, описка вм. ĕййе? N. Тата пит ђирлĕ пулсан, ăна йумăç-карђăк патне илсе кайса: ĕйелĕтĕр, тесе, ĕйене хăвалаттараççĕ. Йумăç-карђăк ађана сăкман тăхăнтарат̆ йе сăкман тăхăнтарса урайне вырттарат̆ те, ăна йĕплĕ-хулăпа хĕнет: тух, ĕйе! тух, ĕйе! тух, ĕйе! тесе, çапат̆. Ырхан ĕйе пулсан та, мăнтăр ĕйе пулсан та, арçын ĕйе пулсан та, хĕр-арăм ĕйе пулсан та, ватă ĕйе пулсан та, çамрăк ĕйе пулсан та, типĕри ĕйе пулсан та, шыври ĕйе пулсан та, тух, ĕйе! тет. Если ребенок сильно заболеет, то его ведут к знахарке для изгнания злого духа, предполагая, что он в нём поселился. Знахарка окутывает ребенка кафтаном, или, окутав кафтаном, кладет на пол и бьет его шиповником приговаривая: «Выходи, ĕйе! выходи, ĕйе! Если ты и тощий ĕйе, и жирный ĕйе, мужчина-ĕйе, женщина-ĕйе, старый ĕйе, молодой ĕйе, ĕйе, обитающий на суше, ĕйе, обитающий в воде, ― все равно выходи!» Ђăвашсем 3. Ку пашалусене ĕйесене лартат̆. Ĕйе ашшĕ, ĕйе амăш! хăрăн ушкăнăрсене пурне те валаçĕ (чит. валеçĕр?), çийĕр; ађана ан ăмсанăр, ан сăхланăр, тет. (Ађа çурални). Эти лепешки ставит для ĕйе, приговаривая: отец ĕйе, мать ĕйе! разделите (эти лепешки) между своими; дитяти не трогайте, на него не зарьтесь. (Рождение ребенка).

Ĕйе-курăк [4:97]

Ĕйе-курăк, назв. растения. Н. Седяк. Ĕйе-курăк пит хитре (розовый), сарлака ђеђеклĕ.

Ĕйĕ [4:98]

Ĕйĕ, (э̆ jэ.), долото. Юрк. Ст. Сахча. Ĕйĕ, долото

Ĕйелен [4:98]

Ĕйелен, бесноваться. Ђăвашсем 21. Унта çапла ĕйеленсен-ĕйеленсен, вара йала кĕреççĕ, тет; унта вара мĕн-те-пулiн тухатаççĕ, тет (колдуны). Побесновавшись таким образом, входят в деревню и здесь что-нибудь заколдовывают. См. ĕййелен.

Ĕйесĕ [4:98]

Ĕйесĕ, назв. реки. Н. Седяк. Ĕйесĕ-пуç ― Уезы-баш (селение в Белеб. у.). Один чув. из Белеб. у. произносил: "Ийĕсĕ-пуç".

Ĕййе [4:98]

Ĕййе, (э̆jjэ), назв. духа. Альш. Ĕййе çулăхнă ― çĕре турра асăнмасăр выртсан, ађа-пăђа çĕре ӳксен... Если человек ложится на землю без молитвы, или ребенок упадет, то привязывается ĕййе.

Ĕййе пăрçи [4:98]

Ĕййе пăрçи, назв. раст. lavatera L. Turingiasa L. Хатьма тюрингенская (собачья рожа). Рак. Ађа типсе, хăрса кайсан, çавăн шывĕпе шыва кӳртеççĕ. При собачьей роже ребенка купают в настое этого растения.

Ĕййе-курăк, ĕййе-курăкĕ [4:98]

Ĕййе-курăк, ĕййе-курăкĕ, назв. раст.

Ĕййелен [4:98]

Ĕййелен, попасть во власть чертей, именуемых ĕййе. Елхово-озерн. Мулĕ ĕййеленнĕ (нельзя взять другому человеку). У др. шуйттанланнă. || Бесноваться; шалить.