Сайтри статья шучӗ: /55000  

Showing 31-60 of 496 items.

Ăш хăпни [4:87]

Ăш хăпни, не объясн. выр.

Ăш хăптарни [4:87]

Ăш хăптарни, в стр. в след. выр. Кудемер. Ăш хăптарса (у др. хыптарса) ҫӳрет. Ищет выпивки на чужой счет.

Ăш хыпни [4:87]

Ăш хыпни, жажда. Коракы̆ш. Кĕҫĕннин ăшĕ хыпнă та, унта вăл сăра ĕҫме кайнă... У младшего появилась жажда, и он пошел туда выпить пива. КС. Ніхҫан та ăш (без притяж. афф.) хыпса ĕҫмен. Nunquam biberat sitiens. Питушк. Ăш хыпса кайрĕ, ăш ҫонса тухат̌, тет (хочется пить, чувствуется жажда, питьём морит). КС. Ăш хыпса вĕлерет (или: пĕтерет) манăн. У меня страшная жажда. Ib. Ăш хыпса вилетĕп. Умираю от жажды.

Ăш-ђик хусканни [4:87]

Ăш-ђик хусканни, сердечная тревога. КС., Сир. 56. Кам ывӑлĕ йеккипе пырат̌, ҫавăн ывăлійĕн суранне хăйĕнех ҫыхмалла пулĕ, вара унăн, ывăлĕ йăнăшмассерен, ăш-ђикки хусканĕ.

Ăшшăр [4:87]

Ăшшăр, больной внутренн. болезнью. Могонин. Пĕр ҫын ăшшăр пулнă; ҫийасси килмен, ĕҫесси килмен, так тасамар пурăннă. Один человек заболел животом. Ему не хотелось есть, не хотелось пить, он был болен. N. Ăшшăр пол, стать одышливым. || Нахально, бесцеремонно жадный. Пимурз. Ну, ăшшăр та!

Ӑш [4:87]

Ӑш, сокращ. ф. вм. ă ш ă (теплый) Ердово. Майук-майук (scr. маук) кошакки ăш кăмакҫи (scr, кăмакси) йоратат̌; епир хамăр ҫавăн пекех, ăш ҫынсене йорататпăр. N. † Маук, маук кошакки ăш кăмакҫи йоратат̌; епир хамăр ҫавнашкал, ăш (приветливых) ҫынсене йоратаппăр. || Жар, жара. Ч. С. Кил-хушшинђи ĕҫсене-ĕҫлесен, вăт(=вут) тĕртсен, акнă тырра ăш тивет, теҫҫĕ. Если (в семик) будешь исполнять домашнюю работу или зажжешь огонь, то, говорят, хлеба возьмет жаром. || Угар (без дыма, невидимый). N. Кăшт кăвар ҫунса выртрĕ кĕҫĕр (тлел), ҫампа пуҫа ăш тиврĕ пулмалла. Сегодня ночью (в печурке) немного тлело; должно быть, поэтому (я) угорел.

Ӑш ыратни [4:87]

Ӑш ыратни, боль в животе. Альших. Ăш ыратат. Болит живот. || Понос. КС. Ăш ыратат̌—понос. См. вар-витти.

Ӑш-ђик тăвăрланни [4:87]

Ӑш-ђик тăвăрланни, состояние подавленности (напр. от горя). Чума. Ăш-ђик тăвăрланса ҫитет те, пуҫ темĕн тĕрлĕ йывăрланса ҫитет.

Ăша [4:88]

Ăша, (ы̆жа), вода (детское слово). См. ăнка. Ăша пар. Дай попить.

Ăшала [4:88]

Ăшала, (ы̆жала), жарить. Юрк. Ӑшала пуҫларăм. Стал поджаривать. Сред. Юм. Ăшала, поджарить. Упа 859. Ăшаланă сысна-ҫури, сĕтлĕ тĕпретсе тунă салма. Жареный поросенок, молочная лапша. НАК. Вĕсене йăвасем, ӑшаланӑ пăрсасем параҫҫĕ. Им дают «йăва» и поджаренный горох. || Бить. Турх. Нуммайђђен лашине ăшаланă, вара лаши пуҫне усса йанă. Долго он бил лошадь, и наконец лошадь повесила голову. Ст. Чек. Ӑшаларăм—жарил, бил (прутом или крапивой). || Есть, «шамать». Орау. Пĕр кӳренке кулат̌ илтĕм те, лайăх ăшаларăм. Купил фунт калача и здорово поел («пошамал»).

Ăшалан [4:88-89]

Ăшалан, поджариваться (в перен. см.), КС. Апат пĕҫернĕ ђухне хӗр-арăм кăмака умăнђе ăшаланат̌. Женщина во время приготовления пищи жарится у печки (ее бросает в жар). Истор. 47. Турккăсем вутри пек ăшаланнă: хӑпаракан вырăссене штыкпа та тĕртсе йанă, пăшалпа та персе ӳкернĕ. Турки поджаривались как в огне: наступающих русских они и штыками толкали, и из ружей в них стреляли. || Быть в жару. О сохр. здор. Ҫав вĕрине вăл хăш ђухне виҫ ернене йахăн асапланса, ăшаланса, выртат̌. Этот жар иногда держится у него около трех недель. Ib. 19. Вăл ҫын ҫапла ăшаланса пит ђас нађарланса кайат̌ (при холере). Этот человек скоро от жара худеет. КС. Ун ађи пит йывăр выртат̌ ăшаланса (в жару). || Беспокоиться, заботиться, гореть нетерпением; мучиться. Шел. 36. Вут ҫийĕнђи ҫĕлен пек ăшаланат̌ вăл саншăн. Он беспокоится о тебе так, как мучится поджаривающаяся на огне змея. Ђав.-й. пур. 18. Йепле кайам-ши? йепле кайам-ши? тесе, пит ăшалана пуҫланă. Начал беспокоиться о том, как ему итти (ехать). Букв. 1904. Пĕрре ҫапла хĕн курса выртнă вăхăтра, епĕ анне пит ăшаланнине сисрĕм. Однажды, когда (мать) лежала в таком мучительном состоянии, я заметил, как она страдала. Хыпар № 30, 1906. Ку архіерей ђăвашсемшĕн тăрăшнине пĕлсе, пурте: курас-ђĕ, тесе, ăшаланаҫҫĕ. Узнавши, что этот архиерей много заботится о чувашах, все горят нетерпением увидеть его. Юрк. Ăшаланса кĕтсе тӑраҫҫĕ. С беспокойством ожидают его. || Торопиться, делать что-либо быстро. КС. Ыраша ăшаланса выратпăр. Жнем рожь быстро, торопливо. Альш. Вара хам тухам-ха, тесе, ăшаланса тухат, тет (торопливо выходит). Ib. Патша пӳртне кĕрет те, хай вăрă вăрланă-кайнă, тет. Патша ђасрах вăрă патне ăшаланса(=васкаса) кайат, тет. Царь входит в дом, а тот вор уже успел украсть и уйти. Царь торопливо идет к вору.

Ăшша кай [4:88]

Ăшша кай, сгореть (более мягкое выражение). КС. Пирĕн йал ăшша карĕ (сторела). Начерт. 179. Ӑшша кайас, погореть. Шорк. Ăшша карăмăр. Мы погорели (т. е. у нас сгорела изба и пр.).

Ӑшавсăр [4:88]

Ӑшавсăр, «несообразный».

Ăшă [4:89-91]

Ăшă, тепло. Т. VI. 7. Ăшă ăмăшĕ, ăшă хайарĕ... Мать тепла, зло тепла (божества). N. Ăша тăрат̌, стоит теплая погода. Н.Седяк. † Йал вĕҫĕнђен шыв йухат̌—сивĕ те пулсан, ĕҫмеҫҫĕ; йал варринђен шыв йухат̌—ăшă та пулсан, ĕҫеҫҫĕ. У конца деревни течет вода но, хотя, она студеная, ее не пьют; по середине деревни течет вода но, хотя, она теплая, ее пьют. Бгтр. Ăшăпа сивĕ тавлашнă кун (Христоса хирĕҫ тухса илнĕ кун) ăшă пулсан, малалла ăшă пулат̌, теҫҫĕ. Если в день, когда борются холод с теплом (в сретенье), будет тепло, то и потом будет тепло. N. Тата хăш вăхăтра, ҫав хĕвел ăшшинђе ҫывăрнă ђух, ăна кашкăр та тытат, тет. Иногда, когда он лежит на солнцепеке его и волк ловит. Шурăм-п. Вăл та ăшăпа аптранă. И он замучился от жары. КС. Ӑша ăшă ҫаппĕр (согрелся). Нюш-к. Ăшша курса, йупăнђ ил (тумтір тавраш, пӳркенмелли илме хушат̌). Глядя на тепло, бери покрывало. (Послов.). N. Нурăс уйăхĕ теҫҫĕ, кун ăшă йенне кайса, кун йĕпенсе тăнăран. Месяц нурăс называют так потому, что в этом м-це время идет к теплу, и становится сыро. Альших. † Кайрăм IIăла тăршшине, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пошел на Булу (речка), зашел в тепло леса. Янбулат. † Порҫăн тотăр поҫ ăшши, ҫак йен хĕрсем ђон ăшши. Шелковый платок согревает голову, девушки этого края ласкают (согревают) душу. Сред. Юм. Ăшша хĕрĕнсе тохнă. Вышел, рассчитывая на тепло. Ib. Ăшша тохрăмăр. Мы вышли на тепло. т. е. дожили до тепла. Т. М. Матв. Ăшша ҫĕлен иленнĕ, теҫҫĕ. К теплу привадилась змея. (Послов.). N. Спаҫҫипă турра, ăшша тухрăмăр (дожили до тепла). || Жара. N. Ђĕкĕнтĕре самай ђеђеке ларнă вăхăтра ăшă тиврĕ. Свеклу взяло жаром как раз в то время, когда она расцветала (так говорит хозяин). N. Епĕ мĕнле ăшша та сивĕтетĕп, пĕр ҫухрăмран пĕҫерекен ăшша та сивĕтетĕп. Я могу какое угодно тепло остудить; за целую версту я могу остудить самую горячую жару. Макка 202. Вĕсене сӳнтермесен, тырра-пулла ăшă тивет, теҫҫĕ. Если не потушить (огонь), то, говорят, хлеба возьмет жаром. Сала 305. Ҫинҫере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теҫҫĕ. Если во время праздника «ҫинҫе» влезешь на постройку, то, говорят, хлеба возьмет жаром. Б. Олг. Ăшă (ŏжŏ) тисерђĕ(=тиврĕ). Жаром хватило (о хлебе). Регули 1059. Выљӑх ăшăран нішта кайса кĕме пĕлмест. Скотина не знает, куда деться от жары. || Сила, внутренний жар. N. Пĕтнӗ ĕнтĕ (одряхлел), ăшши ҫук. Нет силы (у старика). || Лупцовка, verberatio. Завражн. Пӗрре, тытса, ăшă пађĕҫ. Пĕрре ăшӑ парам-ха! Раз поймали и задали лупцовку. Задам-ка раз лупцовку. || Теплый. Якейк. † Ҫак коккăрта ҫил ăшă; ҫил ăшă мар, хĕр ăшă: ђон йоратнă хĕр ăшă. В этом углу теплый ветер; ветер не теплый, а девица теплая: сердечно любимая девица теплая. К.-Кушки. Турăран савăнăҫ ыйтатпăр, ăшă ҫумăрне пар, тесе. Просим у бога радости, чтобы он дал (нам) теплого дождя. N. Ҫур-кунне хĕвел ҫӳлелле хăпарат̌ те, кунсем кунсайранах ăшă та ăшă пулса пыраҫҫĕ. Весной солнце поднимается высоко, и с каждым днем становится все теплее и теплее. О сохр. здор. Ăшă-тумтір. Теплая одежда. N. Ăшăрах, тепловатый. Н. Карм. † Ҫак тăванусем патне салам йарсан, кăнтăрлахи ăшă ҫилпе йар. Если будешь посылать привет этим родным, то посылай его с теплым полуденным ветром. Орау. Ăшă ҫăккăра ватă ҫынăн та шăлĕ витет. Теплый хлеб и у старого человека зуб берет=теплый (свежеиспеченный) хлеб и старику по зубам. Ib. Пайан ăшă тăман лаплаттарат̌ анђах. Сегодня идет хлопьями сильный снег. Юрк. Епĕ унта ăшă ҫӗрте-кăна ҫĕлесе ларăтăм; хуралла-мĕне шăнса ҫӳремĕтĕм. Я бы там сидел в теплом месте и не ходил бы в холод сторожить. || Шибач. Ăшă апат. Горячая пища. || Приветливый, сердечный, теплый, ласковый. Хурамал. † Ђĕлхĕрсемех ҫемҫе, питĕр ăшă, калаҫассăм кисе(=килсе) тăрат̌-ҫке. Беседа ваша мягкая, лицо приветливое, так и хочется говорить (с вами). N. Аллăран курка памасан, ăшă (scr. ăшĕ) сăмахĕ пулін-ђђӗ. Если и не даст из рук чашку, то пусть (у нее) было бы приветливое слово. Такмак. Авалхи йăлапа тухрăм туйа. Ăшă питпе (ласково), тутлă ђĕлхепе пире хапăл тăватра? По старинному обычаю вышел я на свадьбу. Примите ли вы нас с приветливостью на лице, с сладким словом? Якейк. Ăшă ҫын нумай та, но Йакку амăш пек ăшă ҫын орăх топас ҫок (противоположное—сивĕ ҫын). Ласковых людей много, но ласковее матери Якова не найти. Янш.-Нарв. Унпала ніхăҫан та йатлаҫмаҫҫĕ, йалан унпала ăшă сăмахне анђах калаҫаҫҫĕ. С ним никогда не ссорятся, всегда говорят с ним ласково. Юрк. Виҫ хутђен пит ăшă-кăна ђуп туса илђĕ. Три раза поцеловала меня так мило. Альш. Ăшă сăмах, приветливое слово. N. Ăшă сăмахсем те кăлаҫҫа илеҫҫĕ. И поговорят приветливо. Якейк. Ырă кăмăллă, ăшă ҫын, добрый, ласковый человек. || Приятный. Бюрг. Ăшă ыйхăран ҫынсем вăранђђăр. Пусть люди проснутся от сладкого сна. Юрк. Сыв пулса тăр халĕ. Ăшă хыпар кĕтсе йулакан тусă Ив. Юркин. Пока будь здоров. В ожидании доброй вести твой друг Ив. Юркин. Собр. 210. † Иртет ĕмĕр, иртетех ăшă ăйхăра курнă тĕлĕк пек. Проходит век, как приятный сон. N. † Пиртен ăшă хыпар ҫитсессĕн, ҫумăнти мăшăрна илех пыр. Получив от нас приятную весть, возьми свою жену и приезжай. || N. Ăшă пăрҫа ҫитер. Угощать свинцовым горохом (ружейным огнем).

Ăшалантар [4:89]

Ăшалантар, жарить, поджаривать. СЧУШ. Епĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтам хам тăшмансене ăшалантарма. Я зажег лучину и начал поджаривать своих врагов (тараканов). || Бить, лупцовать. Ч. С. Хайхи касак пĕр ҫын патне пыђĕ те, ей, саламађӗпе ăшалантарат̌ те ҫав, тепле ҫынни тӳссе тăрат̌! Пришел этот казак (стражник) к одному человеку, и давай его жарить нагайкой! Как только он терпел! Юрк. Хуҫи те, лаши ҫапла ђас-ђас ђарӑннине кура-тăра, тытăнат̌ аллинђи ђĕн ђăпăрккипе ăшалантарма. И хозяин, увидев, что лошадь постоянно останавливается, начинает ее жарить (бить) ременным кнутом, бывшим в его руках. || Торопить. См. хыпалантар. К.-Кушки. Ута кайас кун пыђĕ, тет, ку ҫур-ҫĕртех Сатай Тіххăнĕ патне. Ак ăшалантарат: ђасрах кайар, тесе!

Ăшанă [4:89]

Ăшанă, длинный, высокий (конечное «ӑ» не лишнее ли?). Ильк.

Ăшах [4:89]

Ăшах, (ŏжах), болотистое или влажное место. Шорк.

Ăшă выљани [4:91]

Ăшă выљани, марево. Сред. Юм. Пайан пит хĕрӳ, ăшă выљанипе айакри йапаласем курнаймаҫҫĕ. Сегодня очень жарко, от марева не видать далеко находящихся предметов. Ib. Ҫулла, пит хĕвел хĕртсе пăхнă ђохне, айаккалла пăхсан, айакри йапаласĕн патнелле вастух(=сывлăш) ђипер тăмас, ҫавна: ăшă вылат̌, теҫҫĕ.

Ăшă йенĕ [4:91]

Ăшă йенĕ, теплый край. К.-Кушки. Вĕсем ăшă йенђе пурăнаҫҫĕ.

Ăшă кăмăллă [4:91-92]

Ăшă кăмăллă, ласковый, душевный, доброй души, искренний. Канон. 92. Ей туррăн пире тытса тăракан амăшĕ, есĕ пирĕншĕн ăшă кăмăлăнтан кĕл-тăвакан. Юрк. Хăй те пит ăшă кăмăллă ҫын пулнă. Он и сам был очень душевный человек.

Ăшă куҫ [4:91]

Ăшă куҫ, приветливость. Сказки и пред. чув. 69. Хирти сарă ђеђеке ăшă куҫпа кам пăхмĕ? Кто не посмотрит с приветливостью на желтенький полевой цветочек?

Ăшă кĕлет [4:92]

Ăшă кĕлет, сл. не выясн. зн. Альш.

Ăшăла [4:92]

Ăшăла, (ŏжŏла), ăшăлла, в теплом виде. В. Олг. Ăшала. КС. Пашалăва ăшăлла ҫима лайăх. Приятно есть лепешку в теплом виде. Сир. 187. Ҫак ҫăкăрсене епир килтен ăшăлах илсе тухнă-ђђĕ, кунта ҫитиђђен йăлт типсе кăвакарса пĕтрĕҫ. Этот хлеб мы захватили с собой в теплом виде, но пока мы прибыли сюда, он весь зачерствел и заплесневел.

Ăшăлантар [4:92]

Ăшăлантар, то же, что ăшалантар. Чебокс. Ҫавӑнтан вара мана вĕлтренпе ăшăлантарни хăпара-хăпара тухрĕ те, епӗ пĕр ернене йахăн лараймасăр пурăнтăм. После того, как меня побили крапивой, у меня выскочили волдыри, и я целую неделю не могла садиться.

Ăшăлла [4:92]

Ăшăлла, то же, что ăшăла. || Опой. Хурамал. Лашана, тарласан, ĕҫтерсен: ăшăлла пулат̌, теҫҫĕ. Если напоить лошадь, когда она в поту, то, говорят, она заболеет. Чертог. Ăшăлла пȏлсассăн. Если лошадь будет опоена.

Ăшăн [4:92]

Ăшăн, греться. Юрк. Сивĕре-мĕнте ҫӳресе, шăнса таврăнсан, пӳрте кĕрсе, кăмака ҫине улăхса ларсан, савăнса: ех! тет, епĕ, патша пулсан, йалан ҫапла кăмака ҫинђе ăшăнса-кăна ларăттăм! тет. Если он войдет в избу после того, как походит на холоде и озябнет, и залезет и сядет на печку, то говорит: «Эх! если бы я был царем, то всё сидел бы на печке и грелся!» N. Кунсем ăшăнса килнипе йурсем ирĕлме пуҫлаҫҫĕ. Благодаря тому, что дни становятся теплее, начинает (кругом) таять снег. Орау. Ђӳређе куҫӗсем ăшăна пуҫларĕҫ те (при пожаре), пĕтĕмпе сехре хăпрĕ. Оконные стекла начали нагреваться, и я очень испугалась. Регули 364. Ăшăнмалла ђопăпăр. Побежим, чтобы согреться. Ib. 330. Хăвар онта, онтах ăшăнакан. Оставь там, там же согреется. Т. Григорьева. Пӳртрен тĕтĕм тухмасăр пӳрт ăшăнмас, теҫҫĕ. Пока из трубы не пойдет дым, изба не согреется. (Послов.). N. Ăшăнса, савăнса. || Гореть. Альш. Пĕр самантра 18 килĕ ăшăнђĕ. В миг сгорело 18 дворов. Орау. Ашăнђĕҫ, сгорели, погорели. Ib. Пăхăр-ха мал йенелле—пĕр йал ăшăнат̌ (горит). Смотрите на восток— деревня горит.

Ăшăнтар [4:92-93]

Ăшăнтар, позволять греться. К.-Кушки. Есĕ ăна мĕшĕн кăмака ҫумӗнђе ăшăнтаран? || К.-Кушки. Ес мĕскер кăмака ҫине улăхса лартăн?—шăнтăн-им? Еп сана ăшăнтарăп! («Я тебе дам греться! —говорит с угрозой).

Ӑшăла [4:92]

Ӑшăла, (ŏжŏла), почувствовать жару. Завражн.

Ăшă пил [4:93]

Ăшă пил, доброе расположение. Сред. Юм. Ӑшă пилпе парсассăн, сахалли те ҫитет ȏ (и малого достанет); ȏсал пилпе парсассан, нăмаййи те пĕтет ȏ.

Ăшă пиллĕ [4:93]

Ăшă пиллĕ, с доброй душой (прилаг.). Альш. Тепле ăшă пиллĕ ҫын вăл, ăна курсан, ђун савăнат (с добрыми внутренними качествами; не желающий другому зла).