Сайтри статья шучӗ: /55000  

Showing 1-30 of 462 items.

Ӗм [4:]

Ӗм, (ӧ̌м, э̆м), сосать.

Ăш пăтранни [4:84]

Ăш пăтранни, тошнота. СТИК. Ăш пăтранса ҫитрĕ. Начинает рвать (состояние человека в начале рвоты).

Ăш пăшăрханни [4:84]

Ăш пăшăрханни, боль сердца (в перен. зн.), дурное предчувствие. Изамб. Т. Упăшкана вăрҫа илсе каймалла, тесен, кунĕ-ҫĕрĕ ҫывăраймастăп, ăшăм пăшăрханат. Как услышала о том, что мужа уведут на войну, совсем потеряла сон—сердце болит.

Ăш писни [4:84]

Ăш писни, (писн'и), отвращение. Ст. Чек. Ăш писрĕ ӳссĕр ҫынтан (не хочется видеть).

Ăш сисни [4:84]

Ăш сисни, чувствование сердцем, предчувствие. Сир. 67. Ҫаван пекех ăслă ҫыннăн суйа сăмаха ăш сисет. Так же и у умного человека сердце чует ложное слово. Ст. Шаймурз. † Йурлама тытăнсан, йӗрес килет, ăшăм теме сисейет. Как начну петь, так хочется плакать: сердце что-то чует.

Ăш ҫу [4:84]

Ăш ҫу, (ы̆ш с'у), внутренний жир. В. Олг.

Ăш ҫунни [4:84-85]

Ăш ҫунни, беспокойство, тоска, горе. Янтик. † Еп йурламастăп савăнса, йурлап ӑшăм ҫуннăран. Я пою не оттого, что радуюсь, а пою с горя. N. Ађасемшĕн ăш ҫунат̌. Сердце болит за детей. Сёт-к. Ӑш ҫонат̌ ман саншăн. Болит у меня за тебя сердце (беспокоюсь). Орау. Ăш ҫунат̌—калама ҫук, тем пулат̌ ĕнт тата. Очень болит сердце (неспокойно), не знаю, что и будет. Трхбл. † Йĕлме касса купăс турăм ăшăм ҫуннă ђухне калама. Срубив ильму, я сделал себе скрипку, чтобы игрой разгонять тоску. Сала 25. † Ăшăм ҫунат̌, тутам кулат̌, икĕ хура куҫăмран шыв йухат̌. На сердце боль, губы смеются, из двух моих глаз льются слезы. || Сильная жажда. Беседы на м. г. Ĕҫес килсе ăш ҫунакан ҫынсене шыв парса ăшне кантарас пулат̌. Тем, у кого сильная жажда, надо дать воды, чтобы утолить их жажду. КС. Ăш ҫунни—жажда от психических причин, напр., горя и пр. Срв. ăш хыпни.

Ăш-пăш [4:84]

Ăш-пăш, съестное. СПВВ. ПВ. Срв. аш-пăш.

Ăш-пил [4:84]

Ăш-пил, (пил'), доброе расположение, благожелание. Сред. Юм. Ҫын ҫине пĕр те ăш-пилпе пăхмас.

Ăшлăх [4:84]

Ăшлăх, вместительность (неупотр.). И. С. Степ. Ăшлăх, ăшлăхлă. Отсюда: см.Ăшлăхлă

Ăшлăхлă [4:84]

Ăшлăхлă, (ы̆шлы̆хлы̆), вместительный (о стакане, бочке и т. п.). Череп.

Ăшра [4:84]

Ăшра, про себя. А. Турх. Мĕн ху ăшунта вулан?—вула кăшкăрса. Что ты про себя читаешь?—читай вслух. См. с а с ă п а.

Ăшри ђун [4:84]

Ăшри ђун, душа. Микушк. † Шантăм сана, тăван, ăшри ђун пек: ĕмĕр уйрăлмăпăр, тенĕрен. Доверился я тебе, родной, как своей душе, так как говорено было, что мы вовек не расстанемся.

Ăшсăр [4:84]

Ăшсăр, больной внутр. болезнью.

Ӑш пиҫĕхни, ăш пиҫни [4:84]

Ӑш пиҫĕхни, ăш пиҫни (пис'н'и), неприятное чувство, вызываемое надоедливым, докучливым делом. Якейк. Лаша шыраса, ăш пиҫрĕ; аран-аран топрăм (=очень долго искал; усталости этот оборот не выражает). || Йӳҫ. такăнт. 11. Сирĕнешкел шĕвĕр сăмсасемпе армире ăш пиҫнĕ пуљ! Альших. Вĕсемпе тавлашша, ăш пиҫрĕ. (Мне) опротивело спорить с ними (они не понимают).

Ăш ҫунтармĕш [4:85]

Ăш ҫунтармĕш, причиняющий горе (употребл. как легкая брань). Букв. I ч. 1906. Унтан пӳрте кĕтĕм те, пăхатăп—хайхи ђӗпӗ ђӳређе ҫинђе лара парат̌: ђӗрĕлнĕ ку, ăш ҫунтармĕш! Потом я зашел в избу и смотрю, а цыпленок сидит на окошке—оправился, назола этакий!

Ăш ҫурăлни [4:85]

Ăш ҫурăлни, такое состояние, когда сердце готово разорваться. Б. Олг. Ана ҫине тохсан, ӑш ҫорăлса кайрĕ манăн. Когда я вышел в поле (на загон), у меня сердце было готово разорваться.

Ăш таврӑнни [4:85]

Ăш таврӑнни, перемена дурного душевного состояния на хорошее. Юрк. Ăшăм таврăннă пирки, вăрҫас вырăнне темĕн тĕрлĕ савăнса анђах пурăнатăн. Вследствие перемены настроения, вместо того, чтобы браниться, живешь полный радости и довольства.

Ăш тулни [4:85]

Ăш тулни, досада, обида. О заступл. Ађисем ҫине пăхсан, унăн пĕтĕм ăшĕ тулса килнĕ, нимĕн тума пĕлмен. Как посмотрел он на своих детей, ему стало так горько, что он не знал, что делать.

Ăш-тољпи [4:85]

Ăш-тољпи, (ăшĕ-толĕпе+афф. 3-го л. «и»). Торп-к. Ăш-тољпи. особый сорт волокна. См. ăшĕ-толĕ.

Ăшҫӑм [4:85]

Ăшҫӑм, мое нутрецо. Лашман. † Ăшҫăм ҫунат, ăшҫăм ҫунат, хам савнине курсан, лăпланат. Бугульм. †. Ăшҫăм-кăна ҫунат̌, ăшҫăм ҫунат̌, хам савнине курсан лăпланат̌.

Ӑш-ђик [4:85-86]

Ӑш-ђик, внутренности (животного, человека). П.П.Т. Ђӳк валлі пуснă выљăхсенĕн ăш-ђиккисене ҫума ҫăла анса пĕвеҫҫĕ. Для мытья внутренностей жертвенных животных устраивают запруду у родника. Изамб. Т. Унăн (ее) ђеђекĕсене вĕретсе ĕҫсен, ҫынна тарлаттарат, ăш-ђикке лăплантарат. Если выпить настой ее цветов, то человек потеет и успокаивается боль внутри. О сохр. здор. Ăш-ђик пит сывах мар ҫынсен мăйăра та, урăх ҫулă йапаласене те пĕртте ҫийес пулмаст̌. Тем, у кого не совсем здорова внутренность, вовсе не следует есть орехов и других жирных вещей. N. Ăшăм-ђиккĕм хăраса тухсах ӳкет. От страха у меня (чуть не) вылезают кишки. || Внутренность вещей (напр., дома). Торп-к. Хум пуҫин пӳрт ăш-ђикки тумала пулнă, тет (нужно было отделать внутренность дома). || Чувство. Псалт. 15,7. Ун ҫинђен мана ăшӑм-ђиккĕм те каҫ пулиђђенех систерђĕ. Внутреннее чувство дало мне знать о том еще до наступления ночи. Альш. Ҫуралнă ҫĕр-шыв асма килет, манăн ăшăм-ђиккĕм хусканат. Вспоминается родина, и в моей душе возникает тревога (чувство беспокойства). Чураль-к. Хĕр ăш-ђикки ҫав ађашăн ҫавăрăнтăр. Пусть сердце девушки повернется к этому юноше. (Из наговора; см. ҫавăрăн). Ib. Ђун савнине курмасассăн, ăш-ђик вăр-вăр ҫавăрнат̌. Если не увижусь с милым, то у меня неспокойно на душе (сердце болит).

Ăш-ђик вĕђĕлтетни [4:86]

Ăш-ђик вĕђĕлтетни, досадливое состояние. Орау. Ăш-ђик вĕђĕлтетет. Берет досада (напр., при виде благополучия других).

Ăш-ђик тулни [4:86]

Ăш-ђик тулни, тошнота. Чума. Вăл ђирпе ђирленӗ ђух пирвай ӑш-ђик тулса ҫитет те, ђӗре пит хытă тапакан пулат̌. Когда хвораешь этой болезнью, сначала появляется тошнота, потом начинает сильно биться сердце. || Злоба, ненависть. Беседы на м. г. Ҫавăн пек ĕлĕк Каин ăшĕ-ђикки тулса ҫитнипе шăллĕне вĕлерсен, турӑ ӑна канлĕ вырăн паман. Когда Каин убил брата из-за злобы к нему, бог не дал ему покою на земле. Изамб. Т. Ађана ĕрлеме калап-калап та, итлемест; ăш-ђик тулса ҫитрĕ те, хĕнесе пăрахăрăм. Велел я мальчику, а он не слушается: я рассердился и побил. N. Пĕтĕм ăшĕ-ђикки тулса ҫитнĕ унăн (от гнева). [Тюрл. Ăшна-ђиккĕне мĕн толтарса ҫӳретĕн? Что ты злишься?] || Нервное расстройство, волнение. Конст. ԏăв. Епĕ ăш-ђик тулса ҫитнипеле нимĕн те калаймарăм; инке, сывă пул, тесе, ђуп турăм та, куккапа пĕрле малалла утрăм. От волнения я ничего не мог сказать кроме: «Прощай, тетя!»—поцеловал ее и вместе с дядей двинулся вперед. Упа 742. Ҫав тĕрлĕ Аксеновăн ăшĕ-ђикки тулса ҫитнĕ, хут̌ те халех хăна ху вĕлер. Аксенов так расстроился, что был готов убить себя.

Ăш-ђикĕ [4:86]

Ăш-ђикĕ, то же, что ăш-ђик. Хорачка. Ăш-ђикĕ. Хойхăрса ăш-ђикĕ ҫонат (горюет).

Ăш-ђикӑ [4:86]

Ăш-ђикӑ, (ы̆ш-чигы̆), внутренность. Б. Олг.

Ăш-ђикке кӳлетни [4:86]

Ăш-ђикке кӳлетни, быть злопамятным. СПВВ. ИФ. Ăш-ђикке кӳлетес—вăрҫҫан-тусан, шав килĕшмесĕр ҫиленсе ҫӳрес. Ĕнтӗ ытла ашне-ђиккине кӳлетекен ҫын та пулат кам! теҫҫĕ.

Ӑш-ђик вĕркени [4:86]

Ӑш-ђик вĕркени, (вэ̆рг'эни), беспокойное состояние, тоска. Тюрл. Ӑш-ђик вĕркет. Ноет сердце.

Ăш [4:87]

Ăш, сгореть, погореть.

Ăш ђирĕ, ăш ђир [4:87]

Ăш ђирĕ, ăш ђир, внутренняя болезнь. Ч.С. Митри пирĕн иртнĕ хĕлте ăш ђирпе хĕн курса пурăнђĕ. Наш Дмитрий в прошлую зиму страдал от внутренней болезни. Орау. Ăш ђирӗ. || Понос?